Турхан (выр. Карабаево) — Чӑваш Республикинчи Елчӗк районӗнчи ял. Ҫӗнӗ Шемшер ял тӑрӑхне кӗрет.
Ял Чӑваш Енӗн кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ пайӗнче, Кӗҫӗн Пӑла шывӗн сулахай ҫыранӗнче вырнаҫнӑ. Республикӑн тӗп хулине, Шупашкара ҫитме, — 168 ҫухрӑм, район центрне, Елчӗк ялне, — 13 ҫухрӑм, чи ҫывӑхри чукун ҫул станцине — 79 ҫухрӑм.
Ял хӗсметре тӑракан чӑвашсен пурӑнан вырӑнӗ пек пуҫланса кайнӑ. Историри ячӗ — Андреева (Индеева). XVII ӗмӗрти документсенче Сӗве уесӗнче, Теччӗ уесӗн Ҫӗнӗ Шемшер вулӑсӗнче асӑннӑ.
Ялта пурӑнакансем — чӑвашсем. 1724 ҫулччен — ясак тӳлекен, 1866 ҫулччен патшалӑх хресченӗсен шутне кӗнӗ. Тӗп ӗҫӗсем ҫӗр ӗҫӗ, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси тата промысласем пулнӑ: ҫӑка хуппинчен тата йӗтререн тӗрлӗ япаласем (ҫӑпата, кузовок, капшанкӑ, вӗрен) ӑсталанӑ.
1931 ҫулта ялта «Звезда» колхоз йӗркеленнӗ. Администраци енчен Турхан Теччӗ кантонне (1920–1921), Патӑрьел уесне (1921–1927), Кӗҫӗн Елчӗк районне (1927–1935), Елчӗк районне (1935–1962, 1965 ҫултанпа), Патӑрьел районне (1962–1965) кӗнӗ.
2010 ҫулхи ҫырав даннӑйӗсем тӑрӑх, ялта 117 ҫын (58 арҫын, 59 хӗрарӑм) пурӑннӑ. 2012 ҫулхи даннӑйсем тӑрӑх — 116 ҫын. Йышӗпе ытларахӑшӗ — чӑвашсем.
Ҫулсем тӑрӑх халӑх йышӗ улшӑнни:
Фельдшерпа акушер пункчӗ, клуб, вулавӑш, лавкка пур.
Экономикӑн тӗп никӗсӗ — ял хуҫалӑх продукцине туса илни. «Колос» ял хуҫалӑх производство кооперативӗ (ЯХПК) ӗҫлет (2010 ҫул тӗлне).
Статья каҫми :: Пичет версиӗ 